Владислав Николаев ювелир пуххи наци эрешлӗ сулӑсемпе пуянланнӑ

Авалхи чӑвашсен ылтӑн-кӗмӗл капӑрлӑхӗ ӑсталӑх шайӗпе паянхи ӳнерҫӗсене те тӗлӗнтерет, ӗлӗкхи маҫтӑрсен ӗҫне малалла тӑсма хавхалантарать.

Владислав Николаев художник тӑван халӑх иртнӗлӗхӗпе кӑсӑкланса каясси авалхи япаласем патне туртӑннинчен пуҫланнӑ: ун пек коллекционер таврара сайра. Унӑн ӳнер лаҫҫи асатте-асанне пурӑннӑ тахҫанхи самана сӗмӗпе тулнӑ: несӗлсенчен пил ыйтма - уша юпи, вӑхӑт витӗмне парӑннӑ кивӗ япаласем тата, паллах, чӑваш хӗрарӑмӗн иртнӗ ӗмӗрсенчи пуян тум-юмӗ - ювелир тӗнчи унсӑр пулма пултараймӗ. Кунтах - Алексей ывӑлӗн картинисем: Атӑлҫи Пӑлхар, Сӑвар, Пӳлер хулисенче тупнӑ ҫак ылтӑн япаласем Эрмитажра, Истори музейӗнче упранаҫҫӗ. Ӳнерҫӗ хӑйӗн йӑлана тӗпе хурса хатӗрленӗ автор пуххисенчи хайлавӗсемпе тӑван халӑхӑн ӑс-пурлӑх еткерне ҫӗнӗ йӑлтӑрав кӳнӗччӗ, халӗ наци эрешӗллӗ кӗмӗл сулӑсен ярӑмӗпе ӗҫлет.

 

Марина Карягина, Никита Углёв