Ветеринарин ӑслӑлӑхпа методикин тӗп лабораторийӗн Шупашкарти филиалӗнче тӗпчевсем ирттерме тытӑннӑ

Вӑл нумай пулмасть уҫӑлчӗ.  Ял хуҫалӑхӗнче ӗҫлекенсем ҫак хыпара хапӑлласа йышӑнчӗҫ. Малашне юр-вар пахалӑхне тӗрӗслеттересси, кирлӗ документсене хатӗрлесси хӑвӑртрах та ҫӑмӑлрах пулӗ. 

Уй-хирсемпе сад-пахчасем пушанса пынӑ май, лабораторире ирттерекен тӗпчев шучӗ те ӳссе пырать. Хуҫалӑхсем ҫӗр улми, сухан, тӗш тырӑ, ҫу кӑларакан культурӑсен пахалӑхне тӗрӗслеттерме васкаҫҫӗ. Туса илнӗ продукцие вӗсем хамӑр республикӑра вырнаҫтарнипе пӗрлех, урӑх ҫӗршывсене те сутаҫҫӗ. Сӑмахран, 130 тонна горчица Германие ӑсатнӑ та ӗнтӗ. Фитосанитари докуменчӗсене илмесӗр ҫакна тума ирӗк ҫук. Лабораторире выльӑх-чӗрлӗх, кайӑк-кӗшӗк мӗнпе чирленине те тӗпчесе пӗлеҫҫӗ. Хурт-хӑмӑр ӑстисен нуши те татӑлать.

 

Екатерина Фомина, Никита Углёв