Вӗренӳ министерстви ҫулталӑкри ӗҫ-хӗлне пӗтӗмлетрӗ 

Ҫитес ҫул республикӑри 10 шкулта инженери класӗсем уҫӑлмалла. Ҫак ӗҫе Чӑваш патшалӑх университечӗпе тата электротехника предприятийӗсемпе пӗрле йӗркелеҫҫӗ. Кун пирки  вӗренӳ министрӗ Алла Салаева журналистсемпе иртнӗ тӗл пулура  каласа кӑтартрӗ.

2020-мӗш ҫулта вӗренӳ тытӑмне ҫӑмӑл килмен. Пандемине пула пӗлӳ учрежденийӗсенче инҫет мелӗпе вӗренме пуҫланӑ. Ҫӗнӗлӗхе никам та хатӗр пулман. Уроксем ятарлӑ ZOOM программӑра иртнӗ, килти ӗҫсене те ачасем тӗрлӗ социаллӑ сетьсем урлӑ ярса панӑ. Кӑҫал республикӑра икӗ шкул - "Ҫӗнӗ хула" микрорайонта тата Куславкка районӗнче -  хута янӑ. Вӗсене "Вӗренӳ" наци проекчӗпе килӗшӳллӗн ҫӗкленӗ.

 

Елена Дмитриева, Игорь Ульянов