Вӗрентекенсем те, ачасем те ҫӗнӗлӗхе хатӗр

Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти шкулсенче аслӑ классенче вӗренекенсем, ҫавӑн пекех студентсем виҫҫӗмӗш кун инҫет мелпе пӗлӳ пухаҫҫӗ. 

Динара  Кулешова Шупашкарти 4-мӗш лицейра математика вӗрентет. Инҫет мелӗпе уроксене ирттересси ҫӗнӗлех мар, тет вӑл.  Ҫуркунне  шкулсем эпидемине пула куҫӑмсӑр майпа ӗҫлеме пуҫласан, чылай йывӑрлӑх сиксе тухнӑ. Халӗ вара вӗрентекенсем те,  ачасем те ҫӗнӗлӗхе хатӗр. Уроксене инҫет мелӗпе ирттерме пуҫласан вӗренӳ программине ҫӗнӗлӗхсем кӗртнӗ. Сӑмахран, халӗ урок ҫур сехет  кӑна пырать. Вӑхӑт сахалрах пулин те, пӗлӳ программине  туллин пама тӑрӑшатпӑр, килти ӗҫсене те тӗплӗн тӗрӗслетпӗр, теҫҫӗ вӗрентекенсем. 

 

Елена Дмитриева, Виктор Степанов