Вӑй паракан сиплӗ шыв

Элӗк районӗнчи Анат Татмӑшра ял ҫывӑхӗнчи ҫӑлкуҫ таврашне йӗркене кӗртеҫҫӗ. Чӑтлӑхланнӑ ҫырмари йывӑҫ-тӗме касса тирпейленӗ, тавралӑха тасатнӑ. 3 ӗмӗр тапса тӑракан ҫӑлкуҫа пӗтме памалла мар теҫҫӗ татмӑшсем.

Анат Татмӑшри ҫӑлкуҫ пирки документсенче пӗрремӗш хут 1660-мӗш ҫулта асӑннӑ. Тӗрессипе вара вӑл тата аслӑрах. Архиври хутсем ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, ҫырмара шыв тапса тӑнине кура кунта ҫынсем тӗпленсе ял никӗсленӗ. Ҫак авалхи вырӑна  ку тӑрӑхра пурӑнакансем яланах хисепленӗ. Иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенче ҫӑлкуҫ таврашӗ шурлӑхланнӑ, шывӗ юшкӑнланма пуҫланӑ. 3 ҫул каялла унӑн малтанхи илемне тавӑрас тенӗ.

 

Алена Артемкина, Никита Углев