Вӑрҫӑра пуҫ хунӑ салтаксен ячӗпе сумлӑ обелиск

Канаш районӗнчи Ушанар ялӗн масарӗнче пӗртӑван Игнатьевсене асӑнса хайне евӗрлӗ палӑк уҫрӗҫ. 

Шӑхасан тӑрӑхӗнчи Ушанар ялӗ Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче 118 салтака ҫухатнӑ. Вӑл йышра виҫӗ пӗртӑван Игнатьевсем те. Федор - 1900-мӗш ҫулта ҫуралнӑскер, ҫемьери аслӑ ывӑл пулнӑ. Вӑрҫа вӑл 41-мӗш ҫултах тухса кайнӑ. Фашиста хӑваласа Хӗвелтухӑҫ Пруссине ҫитнӗ. Унтах 1945-мӗш ҫулта, вӑрҫӑ пӗтиччен уйӑх ҫурӑ юлсан пуҫ хунӑ. Салтака ӑҫта пытарнине тӑванӗсем халиччен пӗлмен. Кӑҫал Федор Игнатьевичӑн мӑнукӗ Георгий Федоров архиври документсем тӑрӑх аслашшӗн вил тӑпри тӗлне шыраса тупнӑ. Калининград тӑрӑхне ҫитсе салтака пытарнӑ вырӑнтан ҫӗр илсе килме пултарнӑ. Ял масарӗнче асӑну вырӑнӗ тунӑ. 

 

Алексей Енейкин