Кашни утӑмне тӑван халӑхӑн пурӑнас, аталанас хавалне вӑратса ҫӗклессишӗн тунӑ Олег Мустаева пӗрре кӑна курнӑ ҫын та ӑна яланлӑх астуса юлнӑ. Вӑл калакан сӑмахран ҫулӑм тухатчӗ. Пурнӑҫа, ҫынна юратни кашни ӗҫӗнчен хӗлхем пек сирпӗнсе тӑратчӗ. Елчӗк тӑрӑхӗн Хисеплӗ ҫынни, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Пӗтӗм тӗнчери Ҫӗҫпӗл Мишши ячӗллӗ преми лауреачӗ Шупашкарта аслӑ пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑн Чӗмпӗр телевиденийӗнче "Еткер" ятлӑ кӑларӑм йӗркелесе ертсе пычӗ, нумай нациллӗ хулара ытти халӑхсен ертӳҫисемпе ҫыхӑнса, чӑвашсен хастарлӑхӗ ҫинчен пурте пӗлмелӗх, хисеплемелӗх пысӑк ӗҫ пуҫарчӗ.
Асӑну хӑмине уҫма Чӗмпӗртен пысӑк йыш килнӗ: Ульяновск облаҫӗн нацисем хушшинчи ҫыхӑну енӗпе ӗҫлекен пайӑн пуҫлӑхӗ Сергей Паховский, унти азербайджансен, эрменсен, таджиксен автономийӗсен ертӳҫисем Олег Мустаевӑн тӗрлӗ халӑхсен туслӑ хутшӑнӑвӗнчи пӗлтерӗшӗ ҫинчен каларӗҫ. Ҫавӑн пекех Пушкӑртстанпа Тутарстанран та хисеплӗ хӑнасем килнӗ.
Ҫӗнӗ Эйпеҫ ывӑлӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче вӗреннӗ вӑхӑтрах хастарлӑхӗпе таврана тӗлӗнтернӗ. Купӑс калакан каччӑ чӑваш уйрӑмӗнчи студентсен мӗнпур уявне савӑнӑҫпа илем кӗртнӗ, ҫӑмӑл атлетика енӗпе аслӑ шкулӑн чысне хӳтӗленӗ, "СССР спорт маҫтӑрӗн кандидачӗ" ята тивӗҫнӗ. Ытти факультетра вӗреннисем те "Олегпа туслӑ пуласси чыслӑччӗ" тесе аса илеҫҫӗ.
2016-мӗш ҫулта Чӗмпӗрти чӑвашсем унти наципе культура автономине ертсе пыма шаннӑ. Ҫав ҫулах вӑл тӑрӑшнипе хулари "Наци ялӗ" культура комплексӗнче "Чӑваш картишӗ" уҫнӑ. Чӑвашсен ҫӗнӗ ҫырулӑхне йӗркеленӗренпе 150 ҫул ҫитнӗ тӗле ҫак ятпа палӑк лартас ӗҫе те вӑлах тытса пычӗ, анчах вӗҫне ҫитереймерӗ, пуш уйӑхӗн 14-мӗшӗнче унӑн чӗри тапма чарӑннӑ. Тӑтӑшах Яковлевла "Эпир туса пӗтерейменнине эсир туса пӗтерӗр" текен Олег Николаевичӑн сӑмахӗсем тӳрре тухрӗҫ.
Олег Мустаев пиртен уйрӑлни Чӑваш тӗнчишӗн пысӑк ҫухату, пуринчен ытла ашшӗпе амӑшӗшӗн - тӳсме йывӑр инкек. Николай Никандровичпа Валентина Яковлевна ултӑ ача ҫуратса ӳстернӗ. Олег ывӑлӗ вӗсемшӗн яланах тӗрек пулнӑ. Олег Мустаев хӑй Елена мӑшӑрӗпе виҫӗ ача ҫуратса ура ҫине ҫӗкленӗ. Аслӑ хӗрӗ хальхи вӑхӑтра ҫемйипе Чӑваш Енре пурӑнать.
Асӑнма пуҫтарӑннисем Ҫӗнӗ Эйпеҫ масарӗнче ӗмӗрлӗх канлӗх тупнӑ Олег Мустаевӑн вил тӑприйӗ умӗнче те пуҫ тайрӗҫ, чӗрӗ чечексем хучӗҫ, авалхи йӑлапа тутлӑхра пулма сунса, асӑнса ҫирӗҫ.
Марина Карягина, Святослав Петров