Леонид Князев кашкӑрпа йытӑпа вылянӑ пек вылять, калаҫать. Виҫӗ ҫул хушшинче ӑна лайӑх пӗлсе ҫитнӗ вӑл. Пӗрремӗш хут кашкӑра ача чухне курнӑ тет. Ӑна унӑн мӑнаҫлӑхӗ илӗртнӗ. Ҫакӑ пулас профессие суйлама хистенӗ. Кашамансемпе 20 ҫул ытла ӗнтӗ ӗҫлет вӑл. Леонид Князев канмалли база та тунӑ. Уйрӑмах кунта кӗркунне ҫын йышлӑ - сунарҫӑсем юнашар регионсенчен кӑна мар, чикӗ леш енчен те килеҫҫӗ. Иордани, Азербайджан, Итали, Испани тата Америка ҫӗршывӗсенчи туристсем хӑналаннӑ кунта.
Вероника Павлова, Димитрий Макаров, Святослав Петров