Вӑхӑтпа пӗр тан утакансем

Чир сарӑлас хӑрушлӑх пысӑк пулнине шута илсех кӑҫал Раҫҫей тата Чӑваш пичечӗн кунӗсене халалласа анлӑ уяв йӗркелемен. Апла пулин те массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче тӑрӑшакансен пӗр-пӗрне ҫитӗнӳсемпе саламлама, тӗллевсене палӑртма тӳр килчӗ. 

Правительство Ҫуртӗнче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура патшалӑх наградисене тивӗҫнисене чысларӗҫ. Хаҫат-журнал, телевиденипе радио тытӑмӗнче ӗҫлекенсенчен чылайӑшӗн ӗҫӗ курӑнмасть пулин те, вӗсем пурте пӗр тӗллевпе тӑрӑшаҫҫӗ - куракан, итлекен тата вулакан патне тӗрӗс хыпар хӑвӑрт ҫитерес тесе. Халӑх шухӑш-кӑмӑлне йӗркелессинче те вӗсен тӳпи пысӑк. Пухӑннисенчен чылайӑшӗ нумай ҫул ҫак тытӑмра ӗҫлеҫҫӗ. "Калем ӑстин" ялан малта пулма, вӑхӑтпа пӗр тан утмалла.

 

Диана Иванова, Виктор Степанов