Уяв кашни ветеран патне ҫитӗ

Вӑрҫӑ ветеранӗсем тимлӗхсӗр юлмаҫҫӗ. Кашни валли уйрӑм Ҫӗнтерӳ парачӗ йӗркелеҫҫӗ тесен те юрать.  Фронтовиксен килӗ умӗнче ҫар оркестрӗ юрӑ шӑрантарать, тӗрлӗ тытӑмра ӗҫлекенсемпе кадетсем стройпа утса тухаҫҫӗ. Чир алхаснине пула вӑрҫӑ паттӑрсене ҫапла майпа чысласси йӑлана кӗрсе пырать. 

Парад кителӗпе тата салтак пек яштака  - Николай Пискун ҫак кунсенче 97 тултарнӑ. Ҫулӗсене пӑхмасӑр уяв концертне ура ҫинче тӑрса итлет. Аслӑ Ҫӗнтерӳ кунӗ уншӑн уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ. 45-мӗш ҫулхи майӑн 9-мӗшне паянхи пек ас тӑвать, ҫав самантра хуралта тӑнӑскер, радиопа тӑшмана тӗп туни ҫинчен илтнӗ, савӑнӑҫлӑ хыпара ротӑна пӗлтернӗ.

Агриппина Янович ветеран Аслӑ Ҫӗнтерӳ кунне Кёнигсберг патӗнче кӗтсе илнӗ. 10-мӗш класра вӗреннӗ Элӗк хӗрӗ 42-мӗш ҫулти кӗркунне фронта каять. 18-мӗш гварди дивизийӗнче санитарка пулса  100 ытла аманнӑ салтака вӑрҫӑ хирӗнчен илсе тухать.

 

Ирина Николаева, Виктор Степанов