"Уяв" фольклор ансамблӗ Раҫҫей халӑх пултарулӑхӗн тава тивӗҫлӗ коллективӗ" хисеплӗ ята тивӗҫнӗ 

Зинаида Козлова ертсе пыракан ушкӑн чӑваш халӑхӗн юрри-ташшипе йӑли-йӗркине сыхласа хӑварас тӗлӗшпе 35 ҫул ӗҫлет. 

Ҫак чаплӑ ансамбль ячӗ республикӑра кӑна мар, ҫӗршывӗпех сарӑлнӑ. Ашшӗ-амӑшӗн йӑвинчен ҫитӗннӗ чӗпписем вӗҫсе кайнӑ пек, "Уяв" йӗркеленнӗренпе темиҫе ушкӑн та уйрӑлса тухса хӑй тӗллӗн аталанма тытӑннӑ. Вӗсен ертӳҫисем пурте Зинаида Козлована тав тӑваҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне "Уяв" ансамбле йӗркелекенӗн ҫӗршер вӗренекен, ялти шкулта е культура ҫурчӗ ҫумӗнче чӑмӑртаннӑ кашни халӑх пултарулӑхӗн ушкӑнӗн ҫитӗнӗвӗнче Козлова профессорӑн тӳпи пурах. "Уяв" - ҫӗршыв шайӗнчи чылай фестиваль лауреачӗ, Раҫҫей Правительствин "Душа России" премине илме тивӗҫлӗ пулнӑ. Ют ҫӗршывсенче иртнӗ фольклор уявӗсенче те чӑваш халӑхӗн юрри-ташшипе тӗнчене паллаштарнӑ.

 

Марина Карягина