5-мӗшӗнче тепӗр 63 ҫӗр ӗҫченӗ вӗренӗ. Вӗсене ӑнӑҫу сунакансен йышӗнче регион ертӳҫи Олег Николаев пулчӗ.
Асӑннӑ программа ҫӗршыври тӗрлӗ регионта пурнӑҫланать. Чӑваш Ен уйрӑмах курӑмлӑ кӑтартупа ӗҫлекенсен шутӗнче. Ҫак уйӑхра вӗренӳ курсне пуҫӑннисен йышӗнче ура ҫинче ҫирӗп тӑрса пӗрмай аталанас тӗллевлисем те, ҫӗр ӗҫӗнче пӗрремӗш сухине тӑвакансем те. Халиччен Россельхозбанк шкулӗнче вӗреннине ҫирӗплетекен документа 130 ҫын илнӗ. 2 уйӑх ҫурӑ пыракан курс вӗҫленсен вӗсем хӑйсен ӗҫне пуҫарса яма патшалӑхран пулӑшу илме пултараҫҫӗ.
Вӗренӳ анлӑ та тӗрлӗ енлӗ. Аграри университечӗн пӳлӗмӗсенче теорие ӑша хывнисӗр пуҫне фермерсем Чӑваш Енри, регион тулашӗнчи пысӑк предприятисене тухса ҫӳрӗҫ, экспертсемпе канашлӗҫ. Проекта пуҫаракансем ҫӗр ӗҫченӗсене пӗрремӗш утӑмран пуҫласа хӑйсен ӗҫне пуҫарса яричченех тӗрев пама хатӗр.
Алиса Александрова, Андрей Шоклев