Уншӑн театр - кил, кил - театр

Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗ, паллӑ режиссёр Иван Иванов паян ҫавра ҫулне паллӑ тӑвать. 65 тултаракан Чӑваш халӑх артисчӗ чӗрӗк ӗмӗр ӗнтӗ аслӑ шкулта вӗренекенсене ӳнерпе тӑван культурӑн пуянлӑхне ӑнланма пулӑшать. 

Иван Иванов 1983-мӗш ҫулта Мускаври Щепкин ячӗллӗ аслӑ театр училищинчен  вӗренсе тухнӑранпа - тӑван сцена ҫинче. Тӗп хуларан хастар каччӑ артист, ҫемье пуҫӗпе пӗр ача ашшӗ тата коммунист пулса таврӑннӑ. Утма вӗрениччен юрлама пуҫланӑскер, театр училищинче "Йыхравлать тӑван Сицили" мюзиклта выляса диплом хӳтӗленӗ. Ҫамрӑк йышӑн 4 спектакльне те Чӑваш академи драма театрӗн репертуарне кӗртнӗ ун чухне. 

 

Марина Карягина, Игорь Ульянов