Улатӑр районӗнчи Кире поселокӗнче ват ҫынсемпе сусӑрсен сывлӑхне ҫирӗплетмелли центр тӑваҫҫӗ 

Ӑна "Демографи" наци проекчӗпе килӗшӳллӗн "Аслӑ ӑру" программа пулӑшнипе  хута ярӗҫ.  Центра больница пулнӑ ҫуртра йӗркелеҫҫӗ. 

Строительсем кунта пысӑк ӗҫ туса ирттернӗ: ҫурт тӑррине улӑштарнӑ, никӗсӗпе стенисене вырӑн-вырӑнпа ҫирӗплетнӗ. Шыв, ӑшӑ тата сывлӑша уҫӑлтармалли тытӑмӗсене, чӳречисене ҫӗнетнӗ. Кунтах ҫурта хутса ӑшӑтмашкӑн котельнӑй тунӑ. Унсӑр пуҫне пушартан сыхланмалли йӗркесене пӑхӑнса 300 тонна таран шыв упрама май паракан пичкесем вырнаҫтарнӑ. Ҫавӑн пекех каяшсене уҫласа тасатмалли тытӑм тунӑ, уйрӑм подстанци лартса ҫутӑ илсе пынӑ.

 

Алексей Енейкин, Вадим Владимиров