Улатӑр районӗнчи хуҫалӑхсем кӗрхисене апатлантарма тухнӑ

Республикӑра ака-суха ӗҫӗсем пуҫланчӗҫ. Хире Улатӑр районӗнчи хуҫалӑхсем никамран малтан тухрӗҫ.  

400 ытла гектар ҫине минераллӑ удобрени хывнӑ та ӗнтӗ. Кӗрхи культурӑсем мӗнле хӗл каҫнине пире Раҫҫей ял хуҫалӑх центрӗн Чӑваш Енри филиалӗнчи пай пуҫлӑхӗ Татьяна Пыркина каласа кӑтартрӗ.

 

Екатерина Фомина