Улатӑр районӗнче тӗпрен юсанӑ хыҫҫӑн республика пӗлтерӗшлӗ ҫул хута кайрӗ 

"Шӑмӑршӑ-Суйкӑн-Алтышево" ҫул унччен ансӑр та шӑтӑк-путӑк пулнӑ. Ятарлӑ федераци программи пулӑшнипе тинех ӑна тӗпрен юсанӑ.

"Аниш" автоҫул ҫине тухмалли "Шӑмӑршӑ-Суйкӑн-Алтышево"  лаптӑка юсассине улатӑрсем тахҫанах кӗтнӗ. Ӑна анлӑлатнӑ - сарлакӑшӗ 6 метр. Обществӑла транспорт чарӑнӑвӗ патӗнче утса каҫмалли вырӑнта ҫутӑ юписем лартнӑ. Хунарсем хӗвел вӑйӗпе ӗҫлеҫҫӗ, тӗттӗмленме пуҫласанах ҫутатма тытӑнаҫҫӗ. Ҫул хӗррипе ҫумӑр шывӗ юхмалли ятарлӑ хатӗрсем хурса тухнӑ, тротуар сарнӑ. Хӑрушлӑхсӑр йӗркисене пӑхӑнма ятарлӑ паллӑсем вырнаҫтарнӑ. 

 

Алена Артемкина, Виктор Степанов