Шупашкар элеваторӗнче тӗш тырра тирпейлекен оборудовани тахҫанах юрӑхсӑра тухнӑ. Тӗрӗссипе, 1988-мӗш ҫулта вырнаҫтарнӑскере паянхи куна ҫитиччен 3 хут улӑштармалла пулнӑ. Ҫӗнӗ агрегатсене шӑп та лӑп юсав пынӑ вӑхӑтра кӳрсе килнӗ. Ӗҫе чарса лартнӑ хушӑра цехсене тӗрлӗ хурт-кӑпшанкӑран ятарлӑ препаратсемпе тасатаҫҫӗ. Хальхи йышши станоксене кӗркуннеччен вырнаҫтарса ҫитерсе цехсене ҫӗнӗ вӑйпа ӗҫлеттерсе яма палӑртнӑ.
Алиса Александрова, Димитрий Макаров