Тутлӑ усӑллӑ та пулма пултарать 

Тӗп хулара улттӑмӗш ҫул "Сывӑ ачасем - телейлӗ ашшӗ-амӑшӗ" проект пурнӑҫланать. Вӑл "Раҫҫейӗн сывӑ хулисем" наци конкурсӗнче те ҫӗнтернӗ.

Тӗрӗс апатланни сӗтеле илемлӗ хатӗрлессинчен пуҫланать, теҫҫӗ 204-мӗш ача сатӗнче. Ҫавӑнпа та кунта ҫӳрекенсене мӗн пӗчӗкрен ҫак ӑсталӑха вӗрентеҫҫӗ. Паллах,  воспитательсем шӑпӑрлансене сӗтел хушшинче хӑйсене мӗнле тытмалли пирки те каласа параҫҫӗ. Ҫакӑн пек ӑсталӑх сехечӗсене  тӑтӑшах ирттереҫҫӗ. Ачасем вӗсене хаваспах хутшӑнаҫҫӗ.

 

Елена Дмитриева, Михаил Солин