Туслӑх ҫуртӗнче чикӗ леш енчи студентсен апат-ҫимӗҫ фестивалӗ иртрӗ

Апат-ҫимӗҫ халӑхсене ҫывӑхлатать. Ҫакна нацисем хушшинчи фестиваль-конкурс та ҫирӗплетрӗ.

"Альма матер" проектпа килӗшӳллӗн йӗркеленӗ уяв республикӑна вӗренме килнӗ чикӗ леш енчи 200 ытла студента 2-мӗш хут пӗрле пуҫтарӑнчӗ. Хӑнасене техӗмлӗ шӑршӑ сарӑлнӑ Туслӑх ҫуртӗнче кӗтсе илчӗҫ. Кунта темӗн тӗрлӗ апат та пур. Наци тумӗллӗ хуҫасем кашни хӑй тӗпелӗнче хатӗрленӗ ҫимӗҫпе паллаштарма васкарӗ.

 

Алиса Александрова, Лидия Галактионова, Семен Антонов