Тупӑш пирки инспекцине ҫитсе те, налук тӳлекенӗн харпӑр хӑй пӳлӗмӗ урлӑ та пӗлтерме пулать

Уйрӑм ҫынсен иртнӗ ҫулхи тупӑшӗ пирки пӗлтермелли деклараци кампанийӗ пуҫланнӑ. Документа ака уйӑхӗн 30-мӗшчен вырӑнти налук инспекцине ҫитермелле.

Деклараци усламҫӑсен, нотариуссен, адвокатсен, пирӗн  ҫӗршывра ӗҫлекен чикӗ леш енчи граждансен, пурлӑх сутса тупӑш илекенсен памалла.

Леонид Петров, Валентина Алексеева, Вадим Владимиров