Чӑваш Енри ҫулсен 67 проценчӗ нормӑна тивӗҫтермест, 109 кӗпертен 65-шӗ юхӑннӑ, чылай ялта асфальт ҫук. Ҫул-йӗр хуҫалӑхӗнче кӑткӑс ыйту чӑннипех те нумай. Владимир Осипов министр сӑмахӗпе, ҫакӑнта "Хӑрушлӑхсӑр тата паха автомобиль ҫулӗсем" наци проекчӗпе кӗперсене юсамалли федераци программи пулӑшмалла. Кӑҫалхи ҫул-йӗр фончӗ 4 миллиард та 700 миллион тенкӗпе танлашать. Тӗл пулура тӗрлӗ ыйтӑва хускатрӗҫ. Уйрӑмах ялсенче ҫулсем ҫукки ҫивӗч тӑрать.
Елена Дмитриева, Игорь Ульянов