Тӗрлеме, ҫыхма, тӗртме, ҫемҫе пуканесем тума, ӳкерме  ӑста

Ҫӗрпӳ районӗнчи Чурачӑкри вӑтам  шкулта вӗрентекен Наталья Дмитриева чӑн-чӑн ал ӗҫ ӑсти. "Вӑл тума пӗлмен япала ҫук та пулӗ", -  теҫҫӗ ун пирки ӗҫтешӗсем. Хӑйӗн ӑсталӑхне пултаруллӑ маҫтӑр  ачасене те вӗрентет. 

Наталья Дмитриева сӑмахӗпе, ҫак илемлӗ эрешсене тӗртсе тума йывӑр мар, ӗҫ йӗркине кӑна ӑнкармалла. Унсӑр пуҫне тата чӑтӑмлӑхпа  тӑрӑшулӑх кирлӗ. Вӗрентекен урокра ачасене тӗрлӗ ӑсталӑха алла илме пулӑшать. Хӗрачасен тем тума та пӗлмелле, тет вӑл. Наталья мӗн ачаран илем патне туртӑннӑ. Нуски-алсиш ҫыхма вӑл  аслисенчен вӗреннӗ. Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче пӗлӳ илнӗ вӑхӑтра нумай ҫӗнӗ технологи алла илтӗм, каласа парать ӑста. Ӗҫрен пушӑ вӑхӑтра пуканесем, ҫемҫе теттесем ҫыхать, тӗрлӗ япала ҫӗлет,  бисертан капӑрлӑхсем тӑвать, тӗртсе илемсем  ӑсталать маҫтӑр. Шкул ачисем унӑн урокӗсене чӑтӑмсӑррӑн кӗтеҫҫӗ.

 

Елена Дмитриева, Михаил Солин