Госпитальте ҫак тапхӑрта ятарлӑ ҫар операцийӗнчен таврӑннӑ 11 салтак сипленет. Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, иртнӗ ҫулхи авӑн уйӑхӗнчен пуҫласа ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннӑ 13 ҫын стационерта талӑкӗпех пулса, ҫӗр ытла салтака амбулаторлӑ майпа сыватнӑ. Чӑваш Енӗн ҫар комиссариачӗ вӑхӑтра пӗлтерсе тӑнипе ку ӗҫ кирлӗ пек пулса пырать.
Госпитальте сипленекенсенчен хӑшӗсем ҫапӑҫу хирне тӳрех хӑйсен ирӗкӗпе тухса кайнӑ, каярах контракт йӗркипе унта юлнӑ. Паллах ӗнтӗ, фронтра йывӑр самантсем нумай пулнӑ, тӑван енрен кирек мӗнле пулӑшу е ӑшӑ ҫыру ҫитни килте вӗсене кӗтнине асилтерсе вӑй-хӑват хушни, кӑмӑлне ҫирӗплетни ҫинчен каласа пачӗҫ салтаксем. Госпитальте те шурӑ халатлисен тимлӗхӗ паттӑрсене хӑпартлантарать.
Олег Николаев кашнинпе ҫывӑх ҫынла чунне уҫса калаҫрӗ, тав туса хӑвӑртрах сывалса вӑй пухма сунчӗ, пурин валли те ҫӗклентерекен сӑмах тупрӗ. "Эсир унта суя историпе ӳстернӗ ӑру мӗнле усал ӗҫсем тунине хӑвӑр куҫӑрпа курнӑ. Ҫак усалтан тасалсан, эпир ултава текех ҫиеле тухма памӑпӑр, мӗншӗн тесен тӗрӗслӗхре - вӑй, никӗсре чӑнлӑх пулмалла", - терӗ вӑл. Салтаксем Олег Алексеевичпа хутшӑнса ачасемпе ҫамрӑксене патриотла воспитани парас енӗпе ҫине тӑрса ӗҫлемеллине ӑнланса илчӗҫ.
"Госпитальте салтаксен сывлӑхне ҫирӗплетме пӗтӗм май пур", - тет Владимир Осипов тӗп тухтӑр. Енчен те кунти сиплев ҫителӗксӗр пулсан, аманнисене ятарлӑ медицина пулӑшӑвӗ памалли урӑх сыватмӑшсене, ҫав шутра "Надежда" санаторие яма пултараҫҫӗ.
Олег Николаев ҫавӑн пекех салтаксене пур енлӗн пулӑшса тӑрасси ҫинчен каларӗ. Халӗ Раҫҫей Президенчӗ Федераци Пухӑвне янӑ Ҫырӑвӗнче каланипе ҫарта тӑракансемпе вӗсен ҫемйисене пулӑшма ятарлӑ патшалӑх фончӗ йӗркелессине мала хумалла.
Марина Карягина, Светлана Позднякова, Димитрий Макаров