Тӗрӗ ӑстисем Шупашкара фестивале пухӑнчӗҫ 

"Эреш" орнамент-фест ятпа иккĕмĕш хут йĕркеленĕ чӑваш тĕррин пысӑк уявӗ икĕ куна пычĕ.  Тӗрӗ музейӗнче иртрӗ вăл. 

Фестиваль "Ӑста марафонӗпе" пуҫланчӗ. Тӗрӗ ӑстисем кунĕпе туса ӗлкӗрнĕ пĕрер ĕçне катартрĕç. Вӑр-вар маçтăрсем Чӑваш Енри ял-хуларан, Чӗмпӗртен, Питĕртен килнӗ. Çак йышра - Чӗмпӗр облаҫӗнчи краеведени музейӗн пай пуçлăхӗ Сергей Кольцов - пӗртен-пӗр арҫын. Елчӗк районӗнче ҫуралса ӳснӗскер, асламӑшӗпе кукамӑшӗ тума пӗлнӗ кӑткӑс ӗҫе алла илес тӗллев тытнӑ. Иккӗмӗш кунне ирттернӗ конкурса ятарласа халӑх тӗрри паянхи пурнӑҫра мĕнле вырӑн йышăннине халалланӑ. Ӑстасемпе тӗпчевҫӗсене ҫак ыйту питĕ пуҫ ваттарать. 

 

Александр Осипов, Артур Галкин