Тепӗр ҫур ҫултан ҫӗршывра хурт-хӑмӑр ӗрчетесси пирки калакан саккун вӑя кӗрет  

Ӑна Патшалӑх Думин депутачӗсем иртнӗ ҫулталӑк вӗҫӗнче йышӑнчӗҫ. Документ мӗнпе паха пулнине республикӑри утарҫӑсем Ял хуҫалӑх министрӗпе Сергей Артамоновпа сӳтсе яврӗҫ. 

Хурт-хӑмӑр ӗрчетекенсен ӗҫне йӗркелекен саккун тухнине ырламалла, паллах, - терӗҫ тӗл пулӑва килнисем. Пыл хурчӗсем ӳсен-тӑранӑн 80 процентне шӑркалантараҫҫӗ, уй-хиртен мӗнле тухӑҫ пуҫтарса кӗртесси те вӗсенчен нумай килет. Статистика кӑтартӑвӗсем тӑрӑх юлашки ҫулсенче  вӗлле хурчӗсен шучӗ чаксах пырать. Калӑпӑр, 90-мӗш ҫулсенче ҫӗршыври мӗнпур хуҫалӑхра 4 миллион ҫурӑ ҫемье шутланнӑ пулсан, 2000-мӗш ҫул тӗлне ҫак йыш 3 миллион та 400 пинпе танлашнӑ. Сӑлтавӗ тӗрлӗрен: хуртсене  тӗрлӗ чир-чӗр ҫулӑхни тӗп тӑвать, ҫав вӑхӑтрах ҫын айӑпӗ те пур. Пӗлтӗр 30 ытла регионта вӗлле хурчӗсем пысӑк йышпа пӗтнӗ. Инкек патне ял хуҫалӑх культурисене им-ҫамланӑ чухне йӗркене пӑхӑнманни илсе ҫитернӗ. Ҫӗнӗ саккуна шӑпах  хуртсене сыхласа хӑварас тӗллевпе хатӗрленӗ.

 

Екатерина Фомина, Михаил Солин