Тӗп хулари ачасем Шупашкар историне ҫӗнӗ кӗнекепе тӗпчеҫҫӗ

"Вӗренӳ" наци проекчӗпе килӗшӳллӗн тӗп хулари 39-мӗш шкулта "Манӑн хула" ҫӗнӗ кӗнеке пахаларӗҫ. Унӑн авторӗсем - истори ӑслӑлӑхӗн докторӗсем Владимир Данилов, Антонина Данилова тата Татьяна Иванова. 

Авторсем кӗнекене хатӗрленӗ май ӑсчахсемпе, тӑван тӑрӑха тӗпчекенсемпе тата шкулта вӗрентекенсемпе нумай канашланӑ. Ҫавӑн пекех архив докуменчӗсемпе усӑ курнӑ, хальхи археологи шыравӗсене шута илнӗ. Паянхи куна тӑван хула пирки виҫӗ кӗнеке кун ҫути курнӑ. Ҫӗнӗ ҫул умӗн тухнӑ  изданире Шупашкарӑн 18-мӗш ӗмӗрти кун-ҫулӗ. Унпа 8-мӗш классем вӗренӗҫ. Кӗнеке тиражӗ - 6 пин экземпляр.  Пособире  фактсемпе статистика кӑна мар. Шкул ачисене хӑйнеевӗрлӗ ҫулҫӳреве йыхравлаҫҫӗ.

 

Елена Дмитриева, Виолетта Александрова