Тӗп хулари ача сачӗсенче ҫамрӑк специалистсене хавхалантараҫҫӗ

Шупашкарта паянхи кун сатиксенче 2 пин те 800 педагог тӑрӑшать. Вӑл шутра 275 ҫамрӑк воспитатель. Апла пулин те шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденийӗсенче специалистсем ҫитмеҫҫӗ. 

Ҫакӑ тӗрлӗ сӑлтавпа ҫыхӑннӑ. Вӗсенчен пӗри - ӗҫ укҫи тивӗҫтерменни. Тӗп хулари Вӗренӳ управленийӗ ҫамрӑксене илӗртме тӑрӑшать. Тин ӗҫлеме пуҫланӑ воспитательсене уйӑхсерен пин тенкӗ тата оклад ҫумне 50 процент хушса тӳлеҫҫӗ. Шупашкарти 7-мӗш сатикри вӗрентекенсемпе пирӗн пултарулӑх ушкӑнӗ паллашрӗ. 

 

Надежда Александрова Никита Углев