Тӗп хуларан Муркаша тата каялла — тӳлевсӗр

Ҫакнашкал пӗр кунлӑх акци паян пассажирсене турттаракан Николай Никитин предприниматель йӗркеленӗ. 

Ҫынсене турттарас ӗҫе Николай Иванович ывӑлӗпе пӗрле 2001-мӗш ҫулта пуҫӑннӑ. Лицензи илсен Шупашкарпа Муркаша  ҫыхӑнтаракан маршрут йӗркелесе янӑ. Ҫак тӗллевпе малтан икӗ микроавтобус туяннӑ. Пилӗк ҫул ӑнӑҫлӑ ӗҫленӗ хыҫҫӑн пассажирсем валли ыркӑмӑллӑх акцийӗ йӗркелес шухӑш ҫуралнӑ унӑн. Ҫавра ҫула палӑртса ҫынсене пӗр кун тӳлевсӗр  турттарма йышӑннӑ. Ку йӑлана транспорт ҫыхӑнӑвне йӗркелесе янӑранпа 10, 15 ҫул тултарасан та пӑрахӑҫламан. Пандемие пула усламҫӑсене йывӑр килнине пӑхмасӑр, кӑҫал та 20 ҫулхине ҫакнашкал майпах паллӑ тӑвас тенӗ. Ҫынсем кӑшт та пулин перекетлеме пултарни чуна ӑшӑтать, тет предприниматель.

 

Леонид Петров, Виктор Степанов