Тӗп хулара пурӑнакан ӑста хӑйнеевӗрлӗ ҫемҫе теттесем ҫыхать

Ҫирӗп, экологи тӗлӗшӗнчен таса, алӑра тытма та, пӑхма та кӑмӑллӑ. Сӑмах ҫыхса хатӗрленӗ теттесем пирки пырать. Шупашкарта пурӑнакан Екатерина Никифорова ҫулталак каялла вӗсене ывӑлӗ валли тума пуҫланӑ. 

Екатерина Никифорова ҫип ҫӑмхисене ҫемҫе теттене ҫавӑрать. Унччен вӑл сатикре воспитательте ӗҫленӗ, халь килӗнче пӗчӗк ачипе ларать. Пӗррехинче пепки валли ҫирӗп, сывлӑхшӑн хӑрушсӑр тетте ӑсталама шутланӑ вӑл. Ӗҫ ҫыпӑҫуллӑ пулнипе вӗсене ытларах та ытларах  калӑпланӑ маҫтӑр. Малтан пуҫне ӑсталать, кӗлтекине, унтан ытти пайне. Вӗсене пӗрлештерсен, ҫи-пуҫ ҫыхса тӑхӑнтарсан ҫакнашкал илем пулса тухать.

 

Алена Артемкина, Владимир Синдеев