Тӗп хулара  нумай хваттерлӗ ҫуртсен картишӗсене хӑтлӑлатасси малалла пырать 

Мускав  районӗнчи Пирогов урамӗнче те тӗп юсав хыҫҫӑн ҫӗнелнӗ лаптӑка йышӑнчӗҫ. 

Пирогов урамӗнчи 28-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнчи ӗҫсемпе пирӗн пултарулӑх ушкӑнӗ кӑҫал ҫуллах паллашнӑччӗ.  Ун чухне кунта пурӑнакансем редакцие строительствӑри ҫитменлӗхсем пирки пӗлтернӗчӗ.  Уйрӑммӑн илсен, ҫынсене тротуар ҫукки пӑшӑрхантарнӑ.  Лару-тӑрӑва улӑштарма ҫӑмӑл пулман пулин те, лав ҫав-ҫавах вырӑнтан тапраннӑ. Хула администрацийӗ проекта ҫуран ҫӳрекенсем валли ҫул тӑвассине кӗртнӗ.  
Ҫавӑн пекех лаптӑкра тӗрлӗ ҫулти ачасем валли вӑйӑ кӗтесӗ тунӑ. 

 

Леонид Петров, Вадим Владимиров