Тӗп хулара арҫын сывлӑхӗн центрӗ ӑнӑҫлӑ ӗҫлет

Ку центр Ҫурҫӗр поликлиникинче "Арҫын сывлӑхӗ" программӑпа килӗшӳллӗн уҫӑлнӑ.

2018-мӗш ҫултанпа участокри тухтӑрсем пациентсемпе анкетировани ирттерме пуҫланӑ. Халӗ проекта Муркаш, Етӗрне, Элӗк, Хӗрлӗ Чутайпа Красноармейски районӗсем те хутшӑннӑ. Центрта арҫынсен сывлӑхне тӗплӗн тӳлевсӗрех тӗпчеҫҫӗ. Эмелпе килте сипленни ҫителӗксӗр пулсан, стационара выртараҫҫӗ. Проект пуҫланнӑранпа 8 пин ытла ҫын сывлӑхне тӗпченӗ.

 

Надежда Александрова, Татьяна Иванова, Екатерина Янгалакова