Тӗп хула ҫыннисем ыйтнипе специалистсем хупахсемпе каҫхи клубсене тӗрӗслерӗҫ

Шупашкарта пурӑнакансем барсемпе клубсен ӗҫӗпе кӑмӑлсӑр. Ҫакӑн пирки хула администрацине ҫӑхав ҫыракан нумайланнӑ.

Ҫӗр-каҫа эрех-сӑра сутакансене пула урам тӑрӑх ҫапкаланса ҫӳрекенсем халӑха шар кӑтартнине калаҫҫӗ вӗсем. Ҫӗрлехи хупахсен ӗҫне тӗрӗслекенсем ҫӳреве Мускав районӗнчен пуҫларӗҫ.

 Алексей Енейкин, Владимир Синдеев