Театр уншӑн - ҫемье

"Тӗп роль-и е массовкӑри курӑну - кашниех чун витӗр тухса куракан асӗнче нумайлӑха юлтӑр", - тет Раҫҫей тава тивӗҫлӗ тата чӑваш халӑх артисчӗ Любовь Федорова. Юратнӑ кураканӗсене, тус-юлташне, ӗҫтешӗсене вӑл 70 ҫулхи юбилейне халалланӑ пултарулӑх каҫне йыхравларӗ. 

Чӑн та, театр сцени ҫинче е сенкер экранран  пӗрре курса килӗштернӗ сӑнара  нумайччен астуса пурӑнать халӑх. "Кай, кай Иванара" трубка туртса, параппан ҫапса тухнине,  сӑмахран,  Любовь Владимировнӑна  нумай ҫул иртсен те аса илтереҫҫӗ. Унӑн пултарулӑхне юратса, хисеплесе кашни спектакле тенӗ пекех ҫӳрекенсем те пур. Любовь Федорова Шупашкар районӗнчи Лапсарта ҫуралнӑ. 1972-мӗш ҫулта Ленинградри Островский ячӗллӗ музыка  тата кинематографи театрӗн институтне пӗтернӗ. "Театр маншӑн тепӗр чух килрен те хаклӑрах, тум-тир ҫӗлесе тӑхӑнтартакан-и, режиссер-и, артист-и - пурте пӗр ҫемьери пек ҫывӑх маншӑн", - тет Любовь Владимировна.

 

Алиса Александрова, Семен Антонов