Театр историне упракан пӳлӗм 

Валерий Яковлев режиссер тата Юрий Матросов ӳнерҫӗ Чӑваш академи драма театрӗ 90 ҫул тултарсан музей тума шутланӑ. Пушӑ кӗтес тупса ӑна йӗркене кӗртнӗ те экспонатсем вырнаҫтарнӑ. 

Пурте вӗсем спектакльсемпе, артистсемпе ҫыхӑннӑ. Кӗрсенех театра пуҫарса яракансен сӑнӗсене вырнаҫтарнӑ. Кунта - Иоаким Максимов-Кошкинский режиссер, Ольга Ырсем артист, Акимов-Аруй ҫыравҫӑ. Шӑпах вӗсем 1918-мӗш ҫулта Хусанта Чӑваш театрне никӗсленӗ. Вӑл вӑхӑтри сӗтел-пуканпа тӗкӗре те вырнаҫтарнӑ кунта. Валерий Яковлев тӗрлӗ спектакльти хӑйнеевӗрлӗ ҫи-пуҫа та музейра упрама шутланӑ.  Ӗлӗкхи афишӑсене, декораци макечӗсене курма пулать музейра. Ҫавӑн пекех артистсемпе театр тивӗҫнӗ наградӑсем те кунтах.

 

Алена Артемкина, Владимир Синдеев