Тавар сутакансене те, туянакансене те меллӗ пулӗ

Республика Пуҫлӑхӗн хушӑвӗпе килӗшӳллӗн, харпӑр хӑй хуҫалӑхӗнче туса илекен апат-ҫимӗҫе сутмалли ятарлӑ вырӑнсем йӗркелемелле. Ҫак тӗллевпе пӗлтӗр Шупашкарта фермер пасарӗ уҫнӑччӗ. Кӑҫал вара ҫакӑн евӗр лаптӑк Ҫӗнӗ Шупашкарта хута ямалла.  Унти ӗҫсемпе Ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов паллашрӗ. 

Ҫӗнӗ Шупашкарти Винокуров урамӗнчи 23-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнчи пасарта тӗрлӗ продукци сӗнеҫҫӗ: пахча-ҫимӗҫ, сӗт-ҫу, тӑпӑрч, сыр, пыл, калчасемпе хунавсем тата ытти те. Кунта суту-илӳ тума таврари ялсенчен те килеҫҫӗ.

Ҫитес вӑхӑтра кунта ҫӗнӗ пасар уҫас тӗллевлӗ. Хальлӗхе строительсем кивӗ павильонсене илсе пӑрахнӑ, плиткӑсем сараҫҫӗ. Пурӗ 20 суту-илӳ вырӑнӗ йӗркелӗҫ, саксем вырнаҫтарӗҫ, урнӑсем лартӗҫ. Тавар сутакансем валли те, туянакансем валли те хӑтлӑ майсем пулӗҫ. Ку объекта хута яма 6 миллион тенке яхӑн уйӑрнӑ.

 
Оксана Верликова, Вадим Владимиров