Тӑвӑр пӳртрен - капмар та хӑтлӑ ҫурта

Патӑрьел районӗнчи Чемеровсем патшалӑх пулӑшнипе пурӑнмалли майсене лайӑхлатнӑ. Пилӗк ачаллӑ ҫемьене тӳлевсӗрех ҫӗнӗ ҫуртпа тивӗҫтернӗ. 

Йышлӑ ҫемьепе савӑнӑҫне пайлама ҫывӑх тӑванӗсемпе ҫӗнӗ кӳршисем пуҫтарӑннӑ. Ҫак таранччен Упамсара тӗпленнӗ Чемеровсем  халӗ кӳршӗллӗ Турхана пурӑнма куҫаҫҫӗ. Вӗсен ҫӗнӗ ҫурчӗ Афганистан вӑрҫинче пуҫ хунӑ Владимир Перлов ячӗпе хисепленекен урамра вырнаҫнӑ. Шӑпах кунта нумай ачаллисене пӳрт туса парасси йӑлара. Паянхи кунччен кӗҫӗн Чемеровсем аслашшӗ килӗнче ӳссе ҫитӗннӗ. 20 ҫул каялла чӑмӑртаннӑ мӑшӑр хӗрпе 4 ывӑл ура ҫине тӑратать. 

 

Ирина Николаева, Игорь Ульянов