Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине вӗсем пӗр ҫемьерен пиллӗкӗн тухса кайнӑ

Пурте тӑшмана хирӗҫ танкист пулса ҫапӑҫнӑ. Сӑмах Вӑрнар тӑрӑхӗнче ҫуралса ӳснӗ Зайцевсем пирки пырать. Вӗсен вӑрҫӑри паттӑрлӑхӗ ҫинчен пире салтак ывӑлӗ Юрий Ильин каласа пачӗ.

Йӗпреҫ районӗнчи Экономра ҫуралса ӳснӗ Юрий Ильин тӑван ашшӗпе 20 ҫула ҫитсен кӑна паллашнӑ. Вӑл вӑхӑта каччӑ кукашшӗ ячӗпе урӑх хушамат илме ӗлкӗрнӗ пулнӑ. Ҫавах та кӑсӑклансах ҫемье историне тĕпчеме пуçланӑ. Ашшӗ - Георгий Зайцев, 10 ачаллӑ ҫемьере ӳснине пӗлнӗ. 5 ывӑлпа 5 хӗр пулнӑ вӗсем. Ывӑлӗсем вӑрҫӑ пуҫланнӑ чух хĕсметре пулнӑран тӳрех тӑшмана хирӗҫ ҫапӑҫма тытăннӑ. Тӗлӗнмелле майпа 4 пӗртӑван танкист пӗр экипажа лекнӗ.

 

Алексей Енейкин, Игорь Ульянов