Тавах сире, хаклӑ тухтӑрсем!

Чӑваш Енре ҫак ятпа акци пуҫланчӗ.  Республикӑра пурӑнакансем шур халатлисене парнесемпе тата ырӑ сӑмахсемпе хавхалантараҫҫӗ.

Ҫак акцие Республика Пуҫлӑхӗ ҫумӗнчи Обществӑлла канаш тата Хӗрарӑмсен пӗрлешӗвӗ пуҫарӑвӗпе йӗркеленӗ. Ырӑ ҫынсемпе республикӑри предприятисем  медицина учрежденийӗсенче тӑрӑшакансене тӗрлӗрен пулӑшу кӳреҫҫӗ. Ҫапла кондитер фабрики больницӑра ӗҫлекенсене 4 пин те 500 тонна пылак кучченеҫ  парнелерӗ.

 

Елена Дмитриева, Михаил Солин