Татами ҫинче - ирӗклӗ майпа кӗрешекенсем 

15-16 ҫулти ҫамрӑксем республика шайӗнчи наградӑсемшӗн тупӑшрӗҫ. Роспотребнадзор ыйтнипе куракансем трибуна ҫинче пулмарӗҫ, апла пулин те атлетсен кӑмӑлӗ хуҫӑлмарӗ.    

Яваплӑ организацисенчен ӑмӑрту ирттерме ирӗк илес тесен, йӗркелӳҫӗсен темиҫе условие пӑхӑнма тивнӗ. Вӗсенчен пӗри-куракансем пулманни. Ку улшӑнусем ӑмӑрту йӗркине витӗм кӳмерӗҫ. Патӑрьел, Вӑрнар, Канаш, Красноармейски, Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Ҫӗмӗрле районӗсенчен, Улатӑр, Канаш, Ҫӗнӗ Шупашкар тата Шупашкар хулисенчен килнӗ  150 спортсмен хӑйсен вӑйне тӗрӗслерӗ. Вӗсен пурин те пъедесталӑн чи ҫӳллӗ картлашки ҫине хӑпарас тӗллев пулчӗ. 

 

Надежда Александрова, Вячеслав Ильин