Тасалӑхшӑн тӑрӑшаҫҫӗ 

Шупашкарти "Амазони" паркӗнче шкул ачисемпе студентсем "Алиса пластик ҫӗр-шывӗнче" спектакль кӑтартрӗҫ. Ҫапла майпа вӗсем хула ҫыннисене ҫӳп-ҫап пуҫтарма, ӑна тӗрӗс тирпейлеме вӗрентрӗҫ. 

Спектакле Хусан тата Чӑваш патшалӑх культура институчӗсен студенчӗсем хатӗрленӗ. Ӗҫ-пуҫ асамлӑх тӗнчинче пулса иртет. Юмахри сӑнарсем ӑпӑр-тӑпӑр ӑшне путнӑ. Вӗсем уява пухӑннӑ ҫынсенчен пулӑшу ыйтрӗҫ. Тӗп хулари хӑш-пӗр шкулта экологи ыйтӑвӗпе хастар ӗҫлеҫҫӗ. Тӗслӗхрен, 1-мӗш гимназире "ЭКОпространство" проект пуҫарнӑ.

 

Вероника Павлова, Виолетта Александрова