Тасалӑхпа хӑтлӑхшӑн яваплисем

Шупашкарта "Чи лайӑх дворник" йӑлана кӗнӗ конкурс пырать. Мускав районӗнче ҫак ята тивӗҫессишӗн 7-ӗн тупӑшнӑ.

Вӗсен ӗҫӗ ирхи 5-ре пуҫланать. Юр нумай ҫусан - тата маларах. 7 сехет тӗлне тротуарсемпе ҫулсене тасатса ҫитермелле. Наталья Егорова Университет урамӗнчи 28-мӗш ҫурт картишӗнчи тирпейлӗхшӗн яваплӑ. Ку ӗҫре вӑл 5 ҫул ытла. Маларах йывӑр пулнине калать, каярах - хӑнӑхнӑ. "Ир-ирех уҫӑ сывлӑшра шӑм-шака хускатса сывлӑха ҫирӗплетнинчен ырри мӗн пултӑр", - тет вӑл.

 

Алиса Александрова, Лидия Галактионова, Владимир Синдеев