Тӑрӑшсах вырӑс чӗлхине ӑша хываҫҫӗ

Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн пуҫарӑвӗпе Шри-Ланкӑра пурӑнакансем вырӑс чӗлхине вӗренме пуҫларӗҫ. Ятарлӑ курссенчи пӗрремӗш тӗлпулӑва аякри ҫӗршыври 160 ытла ҫамрӑк пухӑнчӗ.

Гампахи Викрамараччи ячӗллӗ халӑх медицинин университетӗнче вӗренекенсем тӑрӑшсах вырӑс чӗлхине ӑша хываҫҫӗ. Раҫҫей патшалӑхӗн тӗп чӗлхине пӗлни пурнӑҫра ытлашши пулмӗ теҫҫӗ студентсем. Нумайӑшӗн пирӗн ҫӗршыва килсе курас ӗмӗчӗ те пысӑк. Ҫавӑнпа та хушма чӗлхене кӑсӑклансах вӗренеҫҫӗ вӗсем. Шри-Ланка ҫыннисемшӗн ют чӗлхене вӗренесси хальлӗхе йывӑррӑн пулса пырать. Студентсем вырӑсла вулама, калаҫу мелӗсем урлӑ ансат ыйтусене хуравлама хӑнӑхаҫҫӗ.

Вырӑс чӗлхи вӗрентекенӗсем аякри ҫӗршывра 6 эрне пулаҫҫӗ. Ҫак вӑхӑтра кашни курспа 144 сехет ӗҫлеме палӑртнӑ. Ун хыҫҫӑн 100 ҫын ятарлӑ тест витӗр тухса вырӑс чӗлхи курсне пӗтернине ҫирӗплетекен сертификат илмелле. Вӗренӳ программине пурнӑҫланисӗр пуҫне вӗсем Шри-Ланкӑра вырӑс культурин фестивальне хутшӑннӑ. Унта утраври пирӗн ҫӗршыв посолӗ те пулнӑ. Педуниверситет вара Раҫҫей ҫут ӗҫ министерстви пулӑшнипе ҫак ӗҫе ытти тӑрӑхра та йӗркелеме палӑртать. Иртнӗ ҫулсенче вӗсем Азин ытти ҫӗршывӗсенче пулнӑ. Ҫапла майпа Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗ ятарлӑ грант ҫӗнсе илсе кашни ҫулах тӗрлӗ ҫӗршыв халӑхне вырӑс чӗлхине вӗренме пулӑшать. Кашнинчех 3-шер курс хатӗрлет.


Алексей Енейкин, Вадим Владимиров