Таксире те маскӑпа пулмалла

Республикӑра обществӑлла транспортра асӑрхану йӗркине мӗнле пӑхӑннине тӗрӗслесех тӑраҫҫӗ. 

Коронавирус ҫав-ҫавах хальлӗхе парӑнмасть. Ҫак чире пула ӗнер кӑна республикӑра 12 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Ковидран хӳтӗленес тесен обществӑлла вырӑнта маска тӑхӑнмалла. Транспортра ку йӗрке пассажирсене кӑна мар, водителе те пырса тивет. Ӑна мӗнле пӑхӑннине ятарлӑ ушкӑн черетлӗ рейдра тӗрӗслерӗ.

 

Алена Артемкина, Екатерина Храмкина, Вадим Владимиров