Тӑкаксен 20 - 30 процентне саплаштараҫҫӗ 

Тыр-пула тирпейлемелли ҫӗнӗ ӗҫ хатӗрӗсем туянма, выльӑх фермисем тума малашне ҫӑмӑлрах пулӗ. Республикӑра ятарлӑ программӑпа килӗшӳллӗн ҫӗр ӗҫченӗсене укҫан пулӑшаҫҫӗ. 

Производствӑна ҫӗнетме, сӑмахран, 5 процент тавӑрмалли кредит илме пулать. Программӑра выльӑх-чӗрлӗх комплексӗсем, ҫӗр улми, ытти пахча-ҫимӗҫ управӑшӗсем туса лартакансене уйрӑм пулӑшу. Ҫакнашкал объектсемшӗн тӑкак тӳснинчен 20-30 процент таран патшалӑх саплаштарать. Вӑрнар районӗнчи "Мураты" ял хуҫалӑх кооперативӗнче мӑйракаллӑ шултра выльӑх ӗрчетнисӗр пуҫне ҫӗр ӗҫӗпе те ӗҫлеҫҫӗ. 120 гектар ҫинче ҫӗрулми туса илеҫҫӗ. "Иккӗмӗш ҫӑкӑра" кӗлетсенче  упраҫҫӗ. Малтан ӑна алӑ вӗҫҫӗн тирпейленӗ. Чӑрмавлӑ пулнӑ ҫакӑ. Кӑҫал хуҫалӑх  патшалӑх программипе усӑ курса ҫӗнӗ оборудовани туяннӑ.

 

Алиса Александрова, Екатерина Данилова, Семен Антонов