Сывлӑха ҫирӗплетме, тӗрлӗ материалпа ӗҫлеме вӗренсе илем ӑсталама

Сывлӑх енчен хавшакрах ача ӳстерекен ҫемьесене пулӑшас тесе "Чӑваш Ен" фонд ятарлӑ проект хатӗрленӗ. Ҫемье пултарулӑхӗн студине йӗркелес шухӑша ашшӗ-амӑшӗ сӗннӗ. Мӗн палӑртни, ӗмӗтленни пурнӑҫланнӑ. "Великолепное дело" проект Раҫҫей Президенчӗн гранчӗсен конкурсӗнче ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ.

Ҫемҫе те хуҫине ҫӑмӑллӑнах пӑхӑнакан, ӑста аллинче вылянса кӑна тӑракан материал. Йӑнӑшсан та тӳрлетесси пирки пуҫа ватмалла мар. Пластилинпа аппаланасси 4-мӗш класс ачисене кӑна мар, ашшӗ-амӑшне те кӑсӑклантарса ярса чылай ҫӗнни пӗлме май панӑ.

"Чӑваш Ен" фондӑн "Великолепное дело" проекчӗ Шупашкарти сывлӑх енчен хавшакрах ачасен шкулӗ тӗлне лекни питӗ лайӑх та вырӑнлӑ пулса тухнӑ. Кунти педагогсем пластилинӑн сывлӑхшӑн, ал-урашӑн усӑллӑ вӑрттӑнлӑхӗсене аван пӗлсе ҫитнӗ. Ҫак материал ачасене лӑпкӑлӑх кӳрет, тӗрлӗ хусканура пӳрнесене вылянтарса  ҫемҫетет, аталантарать.  Тепӗр пӳлӗмре те утӑм хыҫҫӑн утӑм илем ҫуралать. Нӳрӗ те сивӗ тӑма алӑ ӑшшипе кирлӗ хурӑм кӗртеҫҫӗ.

Пултарулӑх студийӗсем Чӑваш Енри 15 шкулта ӑнӑҫлӑ ӗҫлеҫҫӗ. 30 педагог тӑмран савӑт-сапа ӑсталассипе, керамика капӑрлатассипе пӗлӗвне тарӑнлатнӑ, ашшӗ-амӑшӗ валли вара ӑсталӑх урокӗсемпе семинарсем ирттернӗ. Унсӑр пуҫне проекта хутшӑнакансем валли ҫемье кану кунӗн маршрутне йӗркеленӗ.


Алиса Александрова, Светлана Позднякова, Андрей Шоклев