Сывлӑха ҫирӗплетме - уҫӑ сывлӑша

Республикӑри аэробика федерацийӗ районсемпе хуласенче ӑсталӑх урокӗсем ирттерет.

Республикӑри аэробика федерацийӗ халӑхра сывӑ пурнӑҫ йӗркине сарассипе тӗллевлӗ ӗҫлет. Кӑҫал пӗрлешӳ Раҫҫей президенчӗн грантне тивӗҫнӗ. Вӑл физкультурӑпа спорта, мӗнле калаҫҫӗ, вӗттине те, ваттине те явӑҫтарма пулӑшмалла. Вӗсем районсемпе хуласенче аэробика уявӗсем ирттернипе пӗрлех, ӑсталӑх урокӗсем кӑтартаҫҫӗ. Тӗрлӗ хусканусене вӗренсе юлнисем малашне ҫакӑн пек тренировкӑсем хӑйсем ирттерме пултараҫҫӗ.

 

Надежда Александрова, Евгений Макеев