Суйлав пӗтӗмлетӗвне халалласа Республика Пуҫлӑхӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев журналистсемпе тӗл пулчӗ 

Суйлав пӗтӗмлетӗвӗпе кӑмӑллӑ-и? Ҫитес 5 ҫулта республикӑн аталану ҫул-йӗрӗ еплерех пулать? Влаҫ тытӑмӗнче улшӑнусем кӗтмелле-и? Республикӑри массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче ӗҫлекенсен республикӑн ҫӗнӗ Пуҫлӑхӗ патне чылай ыйту пулчӗ. 

Олег Николаев ҫӗнӗ тивӗҫ чи малтанах пысӑк яваплӑх пулнине палӑртрӗ, республикӑна  аталантарассипе, пурнӑҫ шайне ӳстерессипе  нумай тӑрӑшмаллине каларӗ. Тӗрлӗ проект пурнӑҫа кӗртнӗ май ҫынсен сӗнӗвне шута илессине пӗлтерчӗ. Ҫитес  пилӗк ҫулта Чӑваш Республикин сӑн-сӑпачӗ палӑрмаллах улшӑнмалла. Малтанхи пекех ача сачӗсемпе, шкулсене тӑвассине пысӑк тимлӗх уйӑрӗҫ. Ҫитӗнекен ӑрӑва пур енлӗн аталанмалли майсем туса парасси -  тӗп тӗллев,  терӗ регион ертӳҫи. 

 

Елена Дмитриева, Никита Углев