Сумлӑ ҫулне кура асаилӳсен пуххине кӑларасах тенӗ

Елчӗксен ентешлӗхӗн хастарӗсем хыҫа юлакан ҫулталӑкри ӗҫ-хӗлне тишкерсе умне ҫӗнӗ тӗллевсем лартрӗҫ. Тӗл пулӑва истори архивӗн 100 ҫулхи юбилейӗпе ҫыхӑнтарса аваллӑх управӑшӗнче йӗркелерӗҫ.

Елчӗк тӑрӑхӗнче ҫуралса ӳснӗ ятлӑ-сумлӑ ҫынсем хальхинче Чӑваш патшалӑх истори архивӗн ҫӗнӗ ҫуртӗнче пуҫтарӑнчӗҫ. Ентешӗсене аваллӑх управӑшӗн ертӳҫи Галина Ертмакова хапӑл турӗ.

Пухӑннисем малтанах архив ӗҫ-хӗлӗпе, управӑш пуянлӑхӗпе паллашрӗҫ. Кунта паян миллион та 300 пин ытла документ сыхланать. Вӗсемпе тухӑҫлӑ усӑ курса ӑсчахсемпе таврапӗлӳҫӗсем ҫулран ҫул тӗрлӗ ӑслӑлӑх ӗҫӗсем тата ытти йышши паха кӗнекесем кӑлараҫҫӗ. Шӑпах ҫак тӗлпулура елчӗксен ентешлӗхӗ черетлӗ кӗнекене пахаларӗ. Ӑна пӗрлешӳри ваттисен комитечӗн пайташӗ Серафима Терентьева ҫырса хатӗрленӗ. Кирлӗ информаци пухса вӑл 2 ҫул ытла архивра ларнӑ.

Кӗнекере автор ачалӑхри ӑшӑ асаилӗвӗсенчен пуҫласа кун-ҫул тӑршшӗнче пухӑнса пынӑ чи кӑсӑклӑ самантсене кӗртме тӑрӑшнӑ. Сӑмах май, Серафима Александровнан ачалӑхӗ Вӑрнарпа Йӗпреҫ тӑрӑхӗсенче иртнӗ. Ҫитӗнсе аслӑ пӗлӳ илсен ҫамрӑк вӗрентекен  Елчӗк тӑрӑхӗнчи Аслӑ Пӑла Тимеш шкулне ӗҫлеме килнӗ. Ҫак ялтах ҫемье ҫавӑрнӑ. Педагогика ӗҫӗнче вӑл 27 ҫул тӑрӑшнӑ. 23 ҫул директор пулнӑ. Ӗҫри ҫитӗнӳсене кура "Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ ята тивӗҫнӗ". Халӗ вара, сумлӑ ҫулне кура асаилӳсен пуххине кӑларасах тенӗ. Пултарулӑх ӗҫӗнче ӑна Владислав Николаев ҫыравҫӑ редактор пулса пулӑшнӑ.

 


Алексей Енейкин, Виктор Чугаров