Специалистсем кайӑк-кӗшӗк грипӗ пирки те асӑрхаттараҫҫӗ 

Халӗ пасарсенче чӑх-чӗп, хур-кӑвакал сутакансене тӑтӑшах курма пулать.  Анчах вӗсем ытти тӑрӑхран кӳрсе килнӗ  чирлӗ чӗпсем пулма пултараҫҫӗ.

Кайӑк-кӗшӗк грипӗ - хӑрушӑ чирсен йышӗнче. Вӑл ҫынна та ерме пултарать. Ҫак инфекцин витӗмне пирӗн республикӑра туйса курнӑ ӗнтӗ. 2018-мӗш ҫулта Чӑваш Енри 8 районта карантин пулнӑ. Ун чухне Патӑрьел, Куславкка, Ҫӗрпӳ, Комсомольски, Елчӗк, Йӗпреҫ, Хӗрлӗ Чутай тата Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗсенче кайӑк-кӗшӗк грипне тупса палӑртнӑ. Инфекци пирӗн республикӑна Ростов облаҫӗнчен кӳрсе килнӗ чирлӗ чӑхсемпе ҫитнӗ тесе шутлаҫҫӗ. Ҫавӑнпа чӑх-чӗпе ятарлӑ вырӑнта кӑна туянмалла. 

 

Алена Артемкина, Виктор Степанов.