Специалистсем аптекӑсенчи лару-тӑрупа кӑсӑкланчӗҫ

Китайра сарӑлнӑ коронавируса пула пирӗн ҫӗршыври аптека сентрисем ҫинче те медицина маскисем нумайлӑха тытӑнса тӑмаҫҫӗ. Иртнӗ кунсенче ҫак тавара туянасси 3 хут ӳснӗ. Унпа пӗрле хаксем те. Маларах фармацевтсем 1 маскӑна вӑтамран 10 тенкӗпе сутнӑ пулсан, халӗ самай хаклӑрах. Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин вируспа кӗрешмелли эмелсен тата чиртен хӳтӗленмелли хатӗрсен хакне ӳстерекен аптекӑсен лицензине туртса илесси пирки асӑрхаттарнӑ пулин те, йӗркене пӑсакансем пур.

Алиса Александрова, Евгения Зиновьева, Владимир Синдеев